Çак кунсенче Çĕнĕ Мăратри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула районти психологсем, логопедсемпе соцпедагогсем хăйсен район шайĕнчи пĕрремĕш фестивальне ирттерме пуçтарăнчěç. Фестиваль тĕллевĕ пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси, вĕсемпе малашнехи ĕçре тухăçлă усă курасси пулчĕ.
Чăвашсен ырă йăлипе шкул ачисем хăнасене çăкăр-тăварпа кěтсе илчěç. Малтанах пухăннисен кăмăлне шкул ачисем юрă-кěвěпе сăвăсем каласа çěклерěç. Каярах кашни класрах уçă уроксем иртрěç. Педагогсем ачасене туслăх, ырăлăх çинчен, професси тĕсĕсемпе, çемье вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç. Тренингсенче тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç, темĕнле вăйăсем те вылярěç. Логопедсем шкул çулне çитмен ачасене тата пĕрремĕш классра вĕренекенсене тĕрĕс калаçас тесен пÿрнесемпе туслашмаллине тата интереслĕ çулçÿреве тухса чĕлхе вăрттăнлăхĕсем çинчен ăнлантарса пачĕç. Кашни ушкăнрах хавас кулă илтěнчě, питě кăмăллă та ăшă пулчě шкулта.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулта «Доступная среда» программăпа сенсăрлă пÿлĕм уçăлнă. Кунта ачасен канăвне, пĕлĕвне аталантарма пур майсем те пур. Пухăннисем çак пÿлĕмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн асамлăхĕпе паллашрĕç.
Диагностика тата консультаци центрĕн ертÿçи Фаина Матросова педагогсемпе пĕрле тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕ. Вăл кулленхи ĕçре тĕл пулакан ыйтусене вĕсемпе пĕрле сÿтсе яврĕ. Пухăннисем фестивальте ирттернĕ мероприятисен пĕтĕмлетÿне турĕç. Вĕрентекенсем хăйсене валли кулленхи ĕçре кирлĕ материал, çĕнĕлĕх чылай илни çинчен пĕлтерчĕç. Килнě хăнасем ачасен маттурлăхěнчен тěлěнчĕç, питě хастар та ăшă чунлă коллектива чун - чĕререн тав турěç.
Фестиваль тухăçлă, пуриншĕн те усăллă иртрĕ.