Çěнě çул çывхарса килнě май Хěл Мучи парнисене салатма пуçларě те ěнтě.
«Хěл Мучи – хăнара» акци йěркипе паянхи кун çамрăксем заявкăсем йышăнаççě. Ашшě-амăшěсем тата ачасем йыхравланипе ачасем кěçěннисем патне киле саламлама каяççě. Хěл Мучипе Юр пике пěчěк ачаллă çемьесене килěсенче савăнтараççě, вăйă выляттарса парнесем параççě, çěн çулта хастар та маттур, ěçчен пулмаллине, спортпа туслашмаллине аса илтереççě.
Çавăн пекех волонтерсемпе активистсем ватăсем çинчен те манмарěç. Çак кунсенче вěсем Шурут ялне, кинмеисемпе мучисене курма васкарěç. Шурутри ватăсен çуртěнче çамрăксем уяв концертне лартрěç. Хěл Мучипе Юр пике вара кинемисемпе мучисене ěлěкхи чăваш вăййисене выляттарчěç, парнесемпе савăнтарчěç. Кинемисем юрларěç те вылярěç, уяв вěçěнче вара чăвашла ташша ячěç.