Пирěн шкул каччи Артур Козлов республика шайěнче иртекен конкурсра 3-мěш вырăн йышăннă.
«Эткер» центрта раштавăн 10-мěшěнче тăван ен культурипе кăсăкланакан 7-8 класс ачисем хушшинче турнир иртнě (краеведческий турнир «Знатоки родного края»). 1-мěш тур чылай малтан иртнěччě, 40 яхăн ěçрен 16 чи аваннисене суйласа илнěччě. 2-мěш турта вара республикăри тěрлě шкултан 16 ача ăмăртнă. Артура тата турнира хатěрленме пулăшакана – Тихонова Татьяна Васильевнăна - чунтан саламласа ăнăçу сунатпăр.
Сăмах май, Артур кăçал районта иртнě тěрлě предмет олимпиадисенче те 5 хутчен призер ятне тивěçнě. Маттур, Артур, мухтанатпăр санпа!