Шкул çěн çула кěтсе илме хатěрленет. Кěçех çěнě çул хуçи – автан тус – хаваслăн авăтса ярать. Хальлěхе вара ачасем классене илемлетеççě.
1. 28-мěшěнче пысăк тăхтавсенче коридорта лотерея вылявě иртет.
2. 28-мěшěнче ача садěнче иртет уяв.
3. 29-мěшěнче 12.00 сехетре 1-4 класс ачисем патне килеççě Хěл Мучипе Юрпике.
4. 29-мěшěнче 16.00 сехетре 8-11 класс ачисен чăн-чăн бал пуçланать. Пурне те коронăпа тата маскăпа кěртěç бала. Балра «принцсемпе» «принцессăсем" вальс, полонез, полька ташласа савăнěç.
5. 30-мěшěнче 13.00 сехетре 5-7 класс ачисем пиратсен уявне пухăнěç, клад шырěç вěсем.
Пурне те уявра пěрле пулма чěнетпěр!