Çěнě Мăрат шкулěнче Раççей паттăрěсене, вăрçăра пуç хунисене чысласа волейбол турнирě иртрě. Тупăшу пуçланас умěн шкул ачисемпе вěренткенсем линейкăна пухăнчěç. Шкул директорě Борисов А. С. спортсменсене ăнăçу сунчě. Тăван çěр-шыва хӳтěлекесе хăйсен пурнăçне шеллемен паттăрсене аса илчě вăл. Паянхи кун мирлě пурнăçпа савăнмалли çинчен, мěн пуррине, туслăха-тăванлăха упрамалли çинчен аса илтерчě.
Показать полностью… Кирлě пулсан вара тăван çěр-шыва хӳтěлеме хатěр пулмаллине каларě. Тăван çěршěн кěрешӳре куç хупнă паттăрсене асăнса пурте шăп тăчěç. Шкул каччисем - çамрăк гвардеецсемпе активистсем - ялти палăк умне асăнса гирлянда хучěç. Çěкленӳллě марш кěввипе кěçěн классенчи ачасем ташлама тухсан пурте хăпартланчěç.
Спортсменсен ушкăнěсемпе директор çумě паллаштарчě. Пурě турнирта 4 ушкăн вăй виçрě – хěрсен тата каччăсен ушкăнěсем, вěрентекенсен тата ачасен ашшě-амăшěсен ушкăнěсем. Волейбол выляса чылайччен ăмăртрěç пухăннисем. Куракан ачасем вара туссемшěн, амăшěсемпе вěрентекенěсемшěн хěрсех ал çупрěç. Тупăшура чи вăйлисем каччăсем пулчěç. Иккěмěш вырăна хěрсен ушкăнě çěнсе илчě. Вěрентекенсем те ачасенчен каях юлмарěç, 3-мěш вырăна тивěçрěç.
Турнир вěçленсен шкул директорě пурне те хастар пулнишěн тав турě, парнесемпе тата грамотăсемпе хавхалантарчě. Малашне те çакнашкал ăмăртусем иртессе пěлтерсе пурне те хастар пулма йыхравларě.