Фестиваль дружбы народов
Ěнер шкулта туслăх фестивалě иртрě. Кашни класс хастар хутшăнчě. Пирěн шкула хăнана тěрлě халăх делегацийěсем килсе çитрěç. Чи малтанах сцена çинче чăваш ачи-пăчи ташларě те юрларě. Пурте вěсене тăвăллăн ал çупрěç. Вырăс хěрěсем те илемлě ташăпа савăнтарчěç куракансене. Тутарсен ташши-юрри те пурне те килěшрě. Китайран килнě делегаци вара «Катюша» юрра чăн китай чěлхипе юрласа кăтартрě. Цыгансен шавлă таборě вара пурне те хитре тумпа, хавас ташăпа тыткăнлама пултарчě. Инди хěрěсемпе каччисем вара кинори евěрех ташласа пачěç. Мексикăран килнě çамрăксем илемлě, ачаш кěвěпе, юрă-ташăпа куракансен кăмăлне çавăрайрěç. Пурне те интереслě сюжетлă ташăпа индеецсем кăсăклантарса ячěç. Фестивале эпир туслăха халалларăмăр. Туслăх пулсан мир пулать. Мир пулсан вара телей курма пулать. Пурне те туслă пурăнма сунатпăр. Ял-хула хушшинче те, тěрлě халăх хушшинче те, аслисемпе ачасем хушшинче те яланах килěшӳ пултăрччě!