Паян пирěн çамрăксем çынсене çул çинче асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерес терěç. Тен, хăшě-пěри асăрхама та ěлкěрчě пулě. Урамра ачасем листовкăсем салатрěç. Çул çинче инкек пулнине час-час илтетпěр юлашки вăхăтра. Çавăнпа ачасем руль умěнче ларакансене те, çурран чупакансене те тимлě те асăрхануллă пулмалли çинчен тепěр хут калас терěç. Телейлě çул кěттěр пурне те!