Паян Çěнě Мăрат шкулěнче асăну линейки иртрě. Ачасемпе вěрентекенсем, ялти клуб ěçченěсем Беслан хулинче 12 çул каялла пулнă трагедине аса илчěç. Хăрушă 3 кун хушшинче пурě 300 яхăн çын (вăл шутра 186 ача) ěмěрлěх куçсене хупнă. Шкул директорěпе ун çумě (А. С. Борисов, В. А. Филиппова), клуб директорě Л. В. Павлова шкулта вěренкенсене историне, террористсенчен епле сыхланмаллине аса илтерчěç. Вилнисене шăп тăрса асăннă хыççăн ачасене çăлнă май куç хупнă спецназовецсене те аса илчěç. Пур халăхăн та туслă пурăнма тăрăшмалла, вара тин çěр çинче мир хуçаланě, çак девизпа вěçленчě линейка.