Лагерьти интереслě кунсем

Хавас каникул малалла тăсăлать. Лагерьте кунсерен тěрлě мероприяти иртет. Паян ачасем Комсомольски районěн паттăрěсемпе паллашрěç. Уç сывлăшра юратнă вăййа (ал татмалла) выляса киленчěç.

Çавăн пекех кашни хăй çемйин йывăçне ӳкерсе курава кăларчě. Ял хуçалăхěсенче ěçлекенсене валли концерт программине йěркелеме те пуçларěç ачасем: çěн юрă, ташă вěренчěç.