Экскурсия в краеведческий музей

Çумăр çăвать пулсан та лагерь ачисем кичемленсе лармарěç паян. Вěсем паян музея çитсе килчěç. Çěн Мăратпа Тукай ялě хăçан епле пулса кайнине ыйтса пěлчěç. Мартынова И. С. Ачасене ялсен историйěпе паллаштарчě, хăш-пěрисен йăх-несěл йывăçне кăтартрě. Çывăх вăхăтра тăван ял çинчен пěчěк кино ӳкерме шут тытрěç ачасем. Шкула таврăнсан кашни хăй çемйин йывăçне ӳкерчě. Çавăн пекех ушкăн хавас юрăсемпе ташăсем вěренет пěчěккěн (вăрттăн пěлтеретпěр – ачасем концерт программине хатěрлесе ял хуçалăхěсенче ěçлекенсене савăнтарасшăн).