Конкурс «Пěчěк çеç пукане»

Шкулта пурнăç вěрет. Паян лагерь ачисем «Пěчěк çеç пукане» конкурса хутшăнчěç. Кашниех хайне валли пукане ăсталарě. Кашни пуканенех чăвашла тумлантарчěç ачасем. Ак епле чиперккесемпе яшсем пулса тухрěç.
Кăнтăрла иртсен пирěн шкулăн çамрăк гвардеецěсем районти акатуя хатěрленме Каçала кайса килчěç. 11-мěшěнче вěсем республика пуçлăхне М. Игнатьева кěтсе илěç.