Летний пришкольный лагерь - 2016

Ура!! Çулла пуçланчě. Паян шкулта ěçпе кану лагерě уçăлчě. Лагере уçнă çěре Хěл Мучипе Юрпике те килсе çитрěç. Вěсем ачасене каллех хěле кěрсе юратнă тăвайккинчен ярăнма, йěлтěрпе чупма сěнчěç. Ачасем хěле юратаççě, анчах çулланах хăварас терěç. Шкулта паянтан 2 лагерь ěçлет – «Хавал» (10 класс ачисем) тата «Шевле» (1-6 класс ачисем). Лагерьте ачасем тăван ен культурипе историйěпе паллашěç.