Шкулта тунсăхлама вăхăт çукпа пěрех. Шкул ачисем районти электроподстанци представителěпе тěл пулса калаçрěç. Кольцов Алексей Михайлович вěренекенсене хăрушсăрлăх йěркисем пирки аса илтерчě. Электричество çыншăн – тус, анчах та ěç йěркине пăхăнмасан тăшман та пулса тăма пултарать. Сыхланса пурăнăр инкекрен.