Чăваш чěлхи кунне паллă турăмăр

Паян шкулта уяв иртрě. Пурте чăваш чěлхи кунне паллă турěç. Ирпе тăван чěлхемěре халалласа линейка иртрě. Линейкăра вěçкěн Ваççапа тавçăруллă Наççа çинчен аса илтěмěр, юратнă пуплевěмěре хисеплесе сăвăсем каларăмăр. 
Уроксенче кунěпех чăваш тумěпе пултăмăр. Вěрентекенсем кашни урокрах тăван ен çинчен калаçрěç, урок темине чăвашлăхпа çыхăнтарчěç. Юлашки урок вăхăтěнче ачасем те, вěренкенсем радио патěнче пухăнчěç, чăваш диктанчě çырчěç.
Пур ěçе те вěçлесен шкул умěнчи лапамра чăваш дискотеки пуçланчě. Малтанах Чăваш Республикин Гимнě янрарě. Унтан каччăсемпе хěрсем ташласа ăмăртрěç. Ăмăрту йěрки çапларах пулчě: чăваш ташшине ташласа камсем маларах ывăнаççě те чарăнаççě, çавсем парăнаççě. Анчах паян нихăш ушкăнě те парăнасшăн пулмарě. 10 минута яхăн пěр чарăнмасăр такмакласа ташларěç ачасем. Туслăх çěнтерчě! Классем хушшинче иртнě ăмăртура вара чи маттуррисем 1-4, 5, 6, 7, 9, 10 классем пулчěç. Кашни класпа пěрле класс ертӳçисем те ташласа савăнчěç. Тепěр хут, туссем, пурне те уяв ячěпе! Атте-анне чĕлхи — пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе — халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ - малашлaхĕ. Упрар, хисеплер ăна!