Паян субботник аван иртрě. Мěн шутланине, планланине йăлт пурнăçларамăр. Кěске вăхăт хушшинче шкул таврашне тирпейлерěмěр, ялти памятниксем çинчен те манмарăмăр. Питě туслă, килěштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пысăк ěç турăмăр. Пурне те тав. Кашни класс хастар пулчě. Маттур! Халь çак тирпее упрасчě, çӳп пăрахса ěçленине сая ярас марччě.