1970-1980 –мĕш çулсенче Тăманлă Выçли ялĕнчи шкулта музыка филиалĕ пулнă. Унта Ильин Н.А.., Широкова В.Г., Ванькова Ф.Д. преподовательсем ĕçленĕ. Çак шкулта нумай ача асамлă музыкăн вăрттăнлăхне вĕренсе пынă. Чылайăшĕ çавăнтан вĕренсе тухса малалла вĕренме кайнă. Перьев Г.М., Бархонов М.В., Портнов В.Н., Соловьева О.П., Степанова Г.Г. – музыка шкулĕн выпускникĕсем.
Хальхи вăхăтра вара пирĕн тăрăхра Тукай ялĕнче Комсомольскинчи ача-пăча шкулĕн филиалĕ ăнăçлă ĕçлет. Ăна Галина Геннадьевна Степанова ертсе пырать. «Шăпчăксем» республика шайĕнче иртекен фестивальсемпе конкурссене хутшăнса лайăх вырăнсем йышанаççĕ, ялти тата районти çынсене тĕрлĕ юрă-ташăпа савăнтараççĕ
Нумаях та мар, коллектив Комсомольскинчи ача-пăча шкулĕн филиалĕ 50 –çулхи юбилейне уявланă çĕре та хутшăнчĕ. Район çыннисене вырăнти юрра-ташша парнелерĕ.