Аннесен уявĕ

  Чÿк уйăхĕн юлашки кунĕнче Çĕнĕ Мăратри вăтам шкула ашшĕ-амăшĕсем  пĕрлехи пухăва пустарăнчĕç. Пуху умĕн  аннесен кунне халалланă  уяв пулса иртрĕ.

  Анне! Мен тери хаклă сын вăл! Ун ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепеç сăмах калас килет, - çапла пуçларĕ  Татьяна Васильевна уява уçнă май. Малалла вăл «Мухтав сире, аннесем» презентаципе паллаштарчĕ.  Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи нумай ачаллă амăшĕсен кун-çулĕ  çинчен   ачасем чылай материал пуçтарнă. Ку ĕç  вĕçленмен-ха, çырав ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

2-мĕш тата  4-мĕш класра  вĕренекен ачасем  аннесем  çинчен çырнă сăвăсем каларĕç,  юрăпа саламларĕç. Курицына А. шăрантарнă  «Пилеш  кайăксем» юрă пурин чĕрине те тыткăнларĕ. Шкулти «Кодекс» ушкăн тĕрĕс те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалли çинчен сценка кăтартрĕ .

Районти искусство шкулĕн Тукай ялĕнчи  ачасен «Шăпчăксем» фольклор  ушкăнĕн пултарулăхне те курса ларакансем  тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Сăмах май,  Степанова Г.Г. ертсе пыракан ушкăн районта 2-мĕш хут иртекен «Карусель» конкурса хутшăнса 1-мĕш  вырăн çенсе илме пултарчĕ.

 Филиппова В.А. ертсе пыракан  ташă кружокне çурекен  ачасем  илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.  Ялти библиотекарь «Анне пурри-чăн телей» кĕнекесен куравне те йĕркеленĕ.

   Малалла сцена  çине  хĕрĕсемпе амăшĕсем  тухрĕç.  «Хĕрĕсем-амăшĕсем» конкурса хутшăнса  вĕсем тĕрлĕ ыйтусем çине хурав пачĕç,  «ĕне сурĕç», тÿме лартрĕç,  çип çăмхаларĕç,…Хĕрĕcем вара амăшĕсене  пур енĕпе те пулăшса пычĕç. Тÿресем  чи пултаруллисем ята  Ольăпа Надежда Васильевна Евдокимовăсем, чи хаваслисем- Александра хĕрĕпе Рената Алексеевна Басниковăсем тивĕçнине пĕлтерчĕç, чи хастаррисем Надежда Петровна Андрияновăпа Алиса хĕрĕ, чи  тăрăшуллисем вара Волковăсем  Альбинăпа Наталья Александровна  пулнине  палăртрĕç. Кашни ушкăнах  парнесем те парса чыс турĕç. Спонсорла пулашу кÿнĕ Самаркин Н.А. предпринимателе  чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

            Малалла пухура ашшĕ-амăшĕсем ачасене воспитани парас ĕçри кăткăс ыйтусене пăхса тухрĕç, шкул директорĕ Борисов А.С. панă сĕнÿсене тишкерчĕç.

                                                                                             Тихонова Т., вожатăй.

                          Манăн анне.

1           Почтальонка ман анне

Йăтать сумка кунĕпе.

Çӳрет вăл килтен –киле

Хаςат-журнал валеςсе.

2.     Конвертне, открыткине,

Çыруне парать сире…

Пулать йывăр ватăна,

Пулăш парать вăл ăна.

3.     Ваттипеле вăл пуплет,

Çамрăкпа килĕштерет.

Анне, йывăр пуль, кала

Ман сана пулăшмалла.

            

                          Карзаков Эрнест,  5-мĕш класс